Комсомольский муниципальный округ

Физкультурниксен кунĕнчи спорт уявĕ

Раççейре Физкультурниксен кунне августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Пирĕн районта та хисеплеççĕ çак уява, çавăнпах августăн 13-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК стадионне спорта юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.

- Физкультурниксен кунĕ пурне те пĕрлештерет - сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, сывлăхлă пулассишĕн тăрăшакан ваттине те, вĕттине те. Уяв ячĕпе тренерсемпе спортсменсене, физкультура учителĕсемпе вĕсен вĕренекенĕсене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп, - саламларĕ пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин.

Унăн сăмахĕсем çумне ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хушăнса районта пурăнакансене сывлăха куллен çирĕплетме чĕнсе каларĕ, спортсменсене ăмăртусенче çитĕнỹсем тума сунчĕ. Ун хыççăн спортра тунă çитĕнỹсемшĕн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине активлăн пропагандăланăшăн Николай Волкова тата Ринат Рахимзянова ЧР Патшалăх Канашĕн тав хучĕсемпе наградăларĕ. Çавăнпа пĕрлех çав кун районти тата республикăри спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаканĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕллĕ пулчĕç. Кунта Галина Волковăна, Венера Арсентьевăна, Валерий Плешкова, Елена Степановăна палăртса хăвармалла. Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă Василий Пундяков спорт ветеранĕсен ячĕпе тухса калаçрĕ, пурне те спортпа яланлăха туслашма сĕнчĕ.

Спорт уявне килнисем шăматкун тĕрлĕ дистанцине чупса, персе, волейбол, футбол выляса тата ытти вăйăсенче вăй виçрĕç. Ăмăртусене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсен ертỹçисем, район администрацийĕн, налук инспекцийĕн ĕçченĕсем те хутшăнма кăмăл турĕç.

VIP-чупу иртнĕ хыççăн тĕрлĕ ăмăртусем пуçланчĕç. Старта малтан хĕрсем тухрĕç. 100 метрлă дистанцире Ю.Калашниковăна çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Ильинапа Н.Храмова тухрĕç. Арçынсенчен çак дистанцире М.Тихонов пĕрремĕш пулчĕ, Д.Хлебников - иккĕмĕш, А.Чубуков - виççĕмĕш.

400 метра чупакансем хушшинче те тупăшу хĕрỹ иртрĕ. Хĕрачасенчен чи ăстисем И.Иванова, В.Калашникова пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна С.Храмова çĕнсе илчĕ. Каччăсенчен чи маттурри çак дистанцире А.Мартынов пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Д.Ямалиевпа Д.Хлебников пайларĕç.

Хĕрсем хушшинче 800 метрлă дистанцире С.Школьниковăна çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара А.Пыркинапа Т.Мукшина тухрĕç. Çак дистанцирех арçынсем хушшинче финиша пĕрремĕш А.Мартынов чупса çитрĕ, иккĕмĕш - Е.Петухов, Д.Хлебников - виççĕмĕш.

40 çулхисенчен аслăрах хĕрарăмсем те спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнчĕç, ытларах çăмăл атлетикăра хăйсене çỹллĕ шайра кăтартрĕç. Акă, 60 метрлă дистанцие Г.Волкова пĕрремĕш парăнтарчĕ, ун хыççăн финиша Г.Гаврилова çитрĕ, С.Краснова виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсенчен çак дистанцире Н.Волков - пĕрремĕш, Г.Филиппов - иккĕмĕш, Р.Мансуров - виççĕмĕш. 60 çултан иртнĕ спортсменсенчен çак дистанцире А.Давыдов пьедесталăн пĕрремĕш, Н.Сахров - иккĕмĕш, А.Самаркин виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç. Çавăнпа пĕрлех 40 тата 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем 400 метр чупса та тупăшрĕç.

Ял тăрăхĕсемпе районти организацисемпе предприятисен командисем эстафетăра тупăшрĕç. Ял поселенийĕсем хушшинче Шурутсем пĕрремĕш вырăна тухса куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕç. Организаци-предприятисем хушшинче вара Комсомольски район администрацийĕн команди - пĕрремĕш.

Çав кунах район çыннисем пневматикăлла винтовкăран та персе ăмăртрĕç. Ăна ДОСААФ уйрăмĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Кунта хĕрарăмсенчен чи тĕл перекенни С.Ульдина пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара Н.Голландцева çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - О.Григорьева. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш - Е.Савельев, иккĕмĕш - Н.Андреев, виççĕмĕш - Ю.Митюков.

Мини-футбол вăййине 12 команда хутшăнчĕ. Хĕрỹ тупăшура Урмаелти "Урмай" - пĕрремĕш, Янкассинчи "Патвар" - иккĕмĕш, "Кĕтне" (Комсомольски) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Пляж волейболĕн вăййи те хăйĕн тавра куракансене чылай пухрĕ. Хĕрсенчен А.Сорокинапа М.Задонова чи ăстисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна С.Васильевпа Д.Фарахиев çĕнсе илчĕç.

Хоккей коробкинче чушкă вăййине кăмăллакансем вăй виçрĕç. Кунта В.Калашников пĕрремĕш вырăнта пулчĕ. Иккĕмĕшĕ - А.Филиппов, виççĕмĕшĕ - В.Пундяков.

Иртнĕ шăматкун, Сывлăх кунĕ пулнă май, "Кĕтне" спорткомплексра пĕтĕм зала районта пурăнакансем тỹлевсĕрех кĕчĕç. Уйрăмах, тен, шăрăх çанталăк пулнăран, бассейнра шыва кĕрекенсем йышлă пулчĕç.

Физкультурниксен кунĕ çулталăкра пĕрре çеç килет, пирĕн вара хамăр сывлăх çирĕп пултăр тесе кунсеренех физкультурăпа туслă пуласчĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
16 августа 2016
08:47
Поделиться
;