Комсомольский муниципальный округ

Пушарнăйсем палăрнă

Августăн 12-мĕшĕнче республикăри пушар чаçĕсен командисем Канаш хулинче пушарпа ĕçлев спорчĕн ăмăртăвĕ-сенче мала тухассишĕн тупăшнă. Асăннă ăмăртусене 6 командăри 36 пушарнăй хутшăннă. Ăмăртусен программинче - пушарпа кĕрешекенсене тỹрремĕнех пырса тивекен, штурм картлашкипе хăпарса 4-мĕш хутри чỹречерен кĕресси, чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие тухасси тата ытти те...

Пирĕн район команди унта хăйне лайăх енчен кăтартнă. Акă, пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин 4-мĕш хута штурм картлашкипе хăпарса, чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие парăнтарса пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ, Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçнĕ. Пушар машинин рукавне салатса мишене шывпа персе антарас спорт тĕсĕнче вара 31-мĕш пушар чаçĕн команди çĕнтернĕ.



"Каçал Ен"
16 августа 2016
08:46
Поделиться
;