Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Ял хуçалăх предприятийĕсенче августăн 15-мĕшĕ тĕлне 10991 гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапнă, 27633 тонна тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан - 25,1 центнер. Ку енĕпе хăш-пĕр хуçалăхсене палăртса хăвармаллах. Акă, "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 36, "Рассветра" - 30,6, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче - 30, "Урожай" колхозра - 28,4, "Госсорткомисси" патшалăх учрежденийĕнче 28,6 центнершар. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районта вырма ĕçĕсене 67,3 процент пурнăçланă, 7 хуçалăх - "Искра" колхоз, "Дубрава" ЯХПК, "Восход" ООО, "Рассвет" ЯХПК, "Кызыл сабанча", Хайртдиновăн тата Самаринăн фермер хуçалăхĕсем - вĕçленĕ те, "Çĕрулмине мухтав" агрофирма тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ ыран-паян çак ĕçе вĕçлемелле.

Хуçалăхсем пикенсех кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Çакăн валли чи лайăх вăхăт августăн 15-20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-10-мĕшĕччен. Фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче вăл 4115 гектар хатĕр те. Унпа пĕрлех 14 хуçалăхра çĕртме тăваççĕ. Уйрăм хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те вĕçленмен-ха.

"Çĕрулмине мухтав" агрофирма ир пулакан çĕрулмине сутма пикеннĕ, ăна 8-9 тенкĕпе туянаççĕ.

И.МИННЕТУЛЛИН



"Каçал Ен"
16 августа 2016
08:48
Поделиться
;