Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Ен - лидерсен шутĕнче

Наукăпа тĕпчев финанс институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕн 2016 çулхи рейтингне пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Республики бюджет кăтартă-вĕсен уççăнлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă, çĕршыври 85 субъект хушшинче 19-20-мĕш вырăнсене йышăнса лидерсен ушкăнне кĕнĕ. Унсăр пуçне республика патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлне сăнлакан кăтартусен уççăнлăхĕпе те малти ултă регион шутĕнче. Çак ретре çавăн пекех Воронеж, Тамбов облаçĕсене, Коми Республикине, Краснодар крайне тата Оренбург облаçне палăртнă.

Хаклавăн тĕп критерийĕсен шутĕнче - малтанах çирĕплетнĕ бюджет характеристики, бюджета мĕнле пурнăçланине кăтартакан отчет тата ыт.те. Чăваш Ен общество финансĕсен управленийĕн уççăнлăхĕн шайĕ пысăккине çуллен çирĕплетет.



"Каçал Ен"
19 августа 2016
08:48
Поделиться
;