Комсомольский муниципальный округ

Хăйсене кирлĕ пек усă курма

Районти 85 çемье ытла амăшĕн капиталĕн укçинчен пĕр хутчен паракан 25 пин тенкĕ тỹлеве илнĕ. Вĕсене тỹлеме пурĕ 2072,9 пин тенкĕ кайнă.

Хăй пĕлнĕ пек усă курмашкăн паракан укçана июлĕн 15-мĕшĕччен заявлени çырнă амăшĕсем илнĕ. Нумайăшĕ заявление килтен тухмасăрах РФ Пенси фончĕн сайчĕн (www.pfrf.ru) "Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ" урлă çырнă. Çапла тумашкăн малтан патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле тата учетра çырса хунине Пенси фондĕнче, МФЦра, ĕçлев службинче çирĕплеттермелле. Тỹлеве е патшалăх пулăшăвĕн илсе пĕтереймен пĕчĕкрех суммине иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2016 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕчченхи тапхăрта çуратнă çемьесем тивĕçеççĕ.

Заявленисене Пенси фондĕнче тата МФЦсенче 2016 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çумра паспорт, укçа куçармашкăн банкри счетăн реквизичĕсемлĕ документ пулмалла.

Амăшĕн капиталĕн сертификатне йĕркелеме пынисем харăсах икĕ заявлени çырма пултараççĕ: пĕри - сертификат, тепри вăхăтлăх тỹлеве илмешкĕн.

Укçана сертификат хуçин счетне заявлени йышăннăранпа икĕ уйăх иртиччен куçараççĕ.

РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕ



"Каçал Ен"
19 августа 2016
09:01
Поделиться
;