Комсомольский муниципальный округ

Сăпас уявĕсене халалласа

Август уйăхĕнче эпир харăсах виçĕ Сăпас уявне паллă тăватпăр - пыл, панулми тата мăйăр Сăпасĕсем. Уяв ячĕ Турă Ывăлĕн Çăлавçăн ятĕнчен тухнă. Çынсем çак уявсене юратаççĕ, йăлана кĕнĕ йĕркене, тĕшмĕшлĕх пĕлтерĕшне пысăка хураççĕ.

Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕ ялти библиотекăпа тата "Шурăмпуç" халăх фольклор коллективĕпе пĕрле авалтан юлнă халăх йăли-йĕркисене чĕртсе тăратас, çамрăксемпе тĕрлĕ ỹсĕмрисене фольклор уявĕсене явăçтарас тĕллевпе тимлеççĕ.

"Ватăсен ăшши" клуба çỹрекенсем Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕн фойинче августăн 14-мĕшĕнче виçĕ Сăпаса халалланă черетлĕ уяв ирттернĕ. Л.В. Павловăпа К.В. Жестянкина уявсен историйĕпе, йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. В.М. Кузьмина утарçă пылăн тĕлĕнмелле хăватлă пахалăхĕ çинчен каласа панă. С.Н. Петрова библиотекарь ĕлĕк Сăпас уявĕсене мĕнле ирттерни, халăх унта савăнни, ачасемпе аслисем тĕрлĕ вăйăсем выляни çинчен каланă. В.Алендей писателĕн "Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт" кĕнекипе паллаштарнă.

Пухăннисем çулла тата Сăпас уявĕсем çинчен çырнă сăвăсене вуланă. Ачасем нумай çĕннине пĕлнĕ унта, пыл та тутанса пăхнă. Г.Г. Степанова ертсе пыракан клуб членĕсем фольклор юррисем шăрантарнă.

Кунтах кĕнеке, чечексен выставкисем те йĕркеленĕ. Сĕтелсем çинче пыл, панулми, мăйăр савăчĕсем, йывăç кашăксем, чашăксем, çыхнă салфеткăсем вырăн тупнă.

Клуб членĕсем уявра савăннă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шĕкĕлченĕ, ĕлĕкхи йăла-йĕркепе панулми кустарнă, "Заря" ЯХПК председательне В.А. Макарова пылпа хăналанăшăн тав тунă.



"Каçал Ен"
19 августа 2016
09:06
Поделиться
;