Комсомольский муниципальный округ

Туристсем валли - кăтартмăшсем

 Чăваш Енре туризма аталантармашкăн çĕнĕ мелсем шухăшласа тупаççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хушнипе çулсем хĕррине кăтартмăшсем вырнаçтарнă.

Вĕсене хальлĕхе Президент бульварĕнчи "Каскад" суту-илy центрĕ, Правительство çурчĕ, Николаев космонавт летчик урамĕнчи "Спорт" хăна çурчĕ, Гагарин урамĕнчи "Спартак" стадион умĕнче курма пулать. Хула кунĕ умĕн ытти çĕрте те кăтартмăшсем вырнаçтарнă. Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене акăлчанла, вырăсла тата чăвашла çырнă.



"Каçал Ен"
23 августа 2016
08:45
Поделиться
;