Комсомольский муниципальный округ

Учительсен конференцийĕ

Августăн 25-мĕшĕнче районта педагогсен йăлана кĕнĕ конференцине ирттерме палăртнă. Пуçламăшĕ - 10 сехетре. Конференцире ачасене утăм хыççăн утăм тума, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан, професси ĕçне чунтан парăннă учительсене наградăсемпе чыслĕç. Августăн 24-мĕшĕнче вара вĕрентекенсем секцисенче ĕçлĕç, кашниех харпăр хăйне кирлĕ çĕнĕлĕхе алла илме пултарĕ.



"Каçал Ен"
23 августа 2016
08:50
Поделиться
;