Комсомольский муниципальный округ

Вăрăм ĕмĕрлисем йышлă

Ĕлĕкхи çынсем питĕ çирĕп тесе калани тĕрĕсех çав. Вĕсем ĕçре пиçĕхсе ỹсни, ачалăхра тата çамрăк чухне хими апат-çимĕçĕпе организмне сиенлеменнипе те сăлтавлама пулать пуль çак пулăма.

Акă, социаллă хỹтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта 80 çулти тата унран аслăрах 1286 çын пурăнать. Кăçал 80 çул тултаракансем (1936 çулта çуралнисем) пурĕ 170-ĕн. 90-ран пуçласа 100 çула çитичченхисем вара çĕр хĕрĕх улттăн шутланаççĕ. Çак шутран 53 ватă 90 çула çитнĕ. 95 çула çитнисем - улттăн. Çĕр çула çитнисем вара юлман, кăçал пĕр ватă 102, тепри 104 çула çитсе çĕре кĕнĕ.



"Каçал Ен"
23 августа 2016
08:52
Поделиться
;