Комсомольский муниципальный округ

Юбилейпе саламланă

Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Волкова августăн 19-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл тăван колхозра ĕçленĕ, тăватă ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов Мария Николаевнăна менелникпе саламланă. Çирĕп сывлăх, лăпкă пурнăç суннă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне илсе çитернĕ.

Çут тĕнчере 90 çул пурăнса хура-шурне сахал мар курнă ветеран. Мария Николаевна хăйне юбилейпе саламланăшăн пурне те ăшшăн тав тунă, ĕçре çитĕнỹсем суннă.



"Каçал Ен"
23 августа 2016
08:54
Поделиться
;