Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Ене хушма 24 миллион тенкĕ килĕ

Августăн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ятарлă хушу кăларнă. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ учрежденийĕсем пĕтĕмпе 24 млн тенкĕ ытла укçа илесси паллă. Вĕсенчен 10 млн Шупашкарти ачасен 2-мĕш номерлĕ больницине тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме куçĕ, юлашки 14 млн 286 пин тенке Канашри Ачасен вĕренỹ центрне тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ çĕре яма палăртса хунă.



"Каçал Ен"
26 августа 2016
10:47
Поделиться
;