Пĕлтерĕшлĕ кăларăм
Чăваш кĕнеке издательствинче Чăваш Республикин Конституцийĕн çĕнĕ кăларăмĕ кун çути курнă.
200 экземплярпа тухнă кĕнекене Конституцин чăвашла тата вырăсла тексчĕсене кĕртнĕ. Чăваш Республикин тĕп саккунĕнче - 10 пайпа 105 статья. Конституцие ЧР Патшалăх Канашĕ 2000 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă. Çĕнĕ кăларăма Конституцие юлашки çулсенче кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем те кĕнĕ. Унпа депутатсем, патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, тĕпчевçĕсем тата право ыйтăвĕпе кăсăкланакансем усă курма пултараççĕ.
"Каçал Ен"