Комсомольский муниципальный округ

Аслă ăрăва пулăшасси - тĕп тĕллев

Иртнĕ эрнекун Раççей Федерацийĕн пенси фончĕн республикăри уйрă-мĕсенче ветерансемпе инвалидсен общество организацийĕсен ертỹçисем "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнчĕç. Актуаллă ыйтусене сỹтсе явнă çĕре Чувашрессовпроф, ЧР Общество палатин, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен (пенсионерĕсен) республикăри организацийĕсен, Хĕç-пăшаллă вăйсен, саккунлăха сыхлакан тата ытти яваплă органсен ертỹçисем те хутшăнчĕç.

Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ирина Белобаева, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, ветерансен совечĕн, Раççейри пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕсен председателĕсем Юрий Тимофеевпа Василий Пундяков, район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Евгений Чернов та видеоконференцие хутшăнмасăр юлмарĕç.  

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тата ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Елена Сапаркина 1 мĕш çурçулта аслă ăрăва тивĕçтернĕ патшалăх пулăшăвне пĕтĕмлетрĕç, Раççей Правительствин тата Чăваш Енри влаç органĕсен инициативисене ăнлантарса пачĕç. Кунта пенсионерсене январь пенсийĕсемпе пĕрле пĕр хутчен 5 пин тенкĕ укçа пани, ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене август уйăхĕнче çĕнĕрен шутлани, федераллă тата регионти льготниксене социаллă пулăшупа тивĕçтерни, 2017 çулта пенси индексацийĕ ирттересси тата ытти актуаллă социаллă темăсем кĕнĕ.       

Обществăлла организацисен представителĕсем каланă тăрăх, патшалăх пулăшăвĕ самай пысăк, çавăнпа та аслă ăрăва социаллă пулăшупа тивĕçтерес ĕçе малалла та тăсмалла тата аталантармалла.

Тĕрлĕ общество организацийĕсен ертỹçисемпе членĕсем - активлă пурнăç позицийĕпе пурăнакан, пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнă çынсем. Çулталăк вĕçĕччен вĕсем пенсионерсене компьютер пĕлỹлĕхне вĕрентес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тата ытти ырă ĕçсене пăрахмĕç. Акă, пенсионерсен союзĕн пирĕн районти уйрăмĕн председателĕ Василий Пундяков кăна мĕне тăрать. Ăна районта иртекен кашни спорт мероприятийĕнче курма пулать, вăл ыттисемпе пĕрлех старта та тăрать, пьедесталăн çỹлти картлашкисене те пĕрре мар йышăнать.



"Каçал Ен"
06 сентября 2016
13:52
Поделиться
;