Комсомольский муниципальный округ

Конкурса хутшăнма васкăр

Ĕç çыннин çулталăкне халалласа районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ "Ĕç çыннине мухтатпăр" презентаци тата "Манăн аттепе аннен профессийĕ" сăнỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Тĕллев - çамрăксене ĕç çыннисемпе паллаштарасси, вĕсене хисеплеме вĕрентесси.

Презентацисен конкурсне 15-рен кая мар слайд хатĕрлемелле. Сăнỹкерчĕксене А4 формат çине тумалла, вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ пулмалла. Конкурса тăратакан ĕçсем çинче хăвăрăн хушаматăра, ятăра палăртма манмалла мар. 7-18 çулхисем конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр. Ĕçсене сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен музейра йышăнатпăр.



"Каçал Ен"
06 сентября 2016
13:51
Поделиться
;