Уй-хирте
Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пикенсех çĕрулми кăлараççĕ. Хальлĕхе пурĕ 205 гектар кăУй-хирте ларнă, 4920 тонна "иккĕмĕш çăкăр" пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 240 центнер. Кĕрхи тырăсене акасси те малалла пырать. Сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне 3533 гектар акнă, 7223 гектар çĕртме тунă. "Луч" ЯХПК ĕçченĕсем кукуруза вырма пикеннĕ, çанă тавăрсах силос янтăлаççĕ. Çитес вăхăтра ытти хуçалăхсем те çак ĕçе пуçăнĕç.
"Каçал Ен"