Комсомольский муниципальный округ

Видеолектори иртрĕ

Раççейре "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци пырать. Унпа килĕ-шỹллĕн, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче видеолектори ирттерчĕç.

9-мĕш класс вĕренекенĕсем "Точка невозврата" ятлă фильм пăхрĕç. Кинокартинăри сăмах наркотик сĕрĕмĕ этем сывлăхĕшĕн хака ларнипе пĕрле вăл çынсене çут çанталăк парнеленĕ чи сăваплă япалана - унăн сăн-сăпатне - аркатни çинчен пычĕ. Çавăн пекех видеоурокра паллă спортсменсемпе юрăçсем, общество деятелĕсем наркотик пирки хăйсен шухăш-туйăмне палăртнă, сывă пурнăç йĕркине епле юратма хăнăхмаллине ăнлантарса панă. Фильма курса пĕтернĕ хыççăн вĕренекенсем ăна пысăк хак пачĕç, наркомани обществăшăн хăрушă, вăл вилĕм патне илсе çитерекен япала тесе пĕтĕмлетрĕç.

А. МЕЛЬНИКОВА



"Каçал Ен"
21 марта 2017
09:02
Поделиться
;