Комсомольский муниципальный округ

"Телей кайăкĕ" фестиваль

 Пуш уйăхĕнче Тăманлă Выçли ялĕн клубĕнче шкул ачисен "Телей кайăкĕ" фестивалĕ иртрĕ. Фестивальсене кашни çулах пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕллевпе йĕркелетпĕр.

Фестивале шкулти садике çỹрекен ачасем "Пирĕн анне" юрăпа пуçларĕç. Вĕсем пурте пултаруллă, хитре юрлаççĕ. Хăйсене сцена çинче тытма вĕсене О.М.Шингалова хăнăхтарать, çĕнĕ юрăсем, ташăсем вĕрентет. Çак ушкăнри ачасен "Летчиксем", шарпа ташланă ташшисем куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

Пĕрремĕш класри пуканесен, иккĕмĕш классен "Гуси прилетели" ташшисем, Карина Ильинан "Русский задор" акробатика номерĕ куракансене питĕ килĕшрĕç.

Пĕрремĕш классен "Солнышко", В.Малован "Три желания", 2, 4-мĕш классенче вĕренекен ачасен "Детство", "Крылатые качели" юррисене куракансем кăмăллăн йышăнчĕç.

Виççĕмĕш класра вĕренекен Я.Надукова хăйĕн çепĕç сассипе куракансене тыткăнларĕ. Çак класра вĕренекенсен тĕрлĕ чĕрчунсен тумне тăхăнса тунă акробатика хусканăвĕсем питĕ илĕртỹллĕ курăнчĕç. Лизăпа Алексей Наталипе Николай Басков сăнарĕсене калăпларĕç. Вĕсен "Николай" юрри залра ларакансене çĕкленỹллĕ кăмăл парнелерĕ.

Аслă классенче вĕренекенсен пултарулăхĕ районта кашни çулах иртекен "Живая классика" конкурсĕн çĕнтерỹçи А.Герасимова И.Пивоварова çырнă "Не парень, а золото" сыпăкне вуланипе пуçланчĕ. Ангелина Н.А. Логинова ертсе пынипе "Живая классика" конкурса кашни çулах хутшăнать. Кăçал вăл районта пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăра иртекен конкурса кайма тивĕç пулнă.

Район шайĕнчи "Озорные наигрыши" конкурс призерĕ, 5-мĕш класра вĕренекен Никита Ильин хуткупăспа "Калинка" кĕвĕ шăрантарнине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Никита хăйĕн пултарулăхне çулсерен ỹстерсе пырать, çĕнĕ кĕвĕсемпе савăнтарать.

Фестивале хутшăнма "Бурановские бабушки" коллектив килме кăмăл тунă. 6-мĕш класра вĕренекенсем "Веселая вечеринка" юрра удмуртла, вырăсла, акăлчанла шăрантарчĕç. Вĕсем тăхăннă удмурт халăхĕн кĕписем - пирĕн ват асаннесен авалтан упранса юлнă тупри. Çак класра вĕренекенсен "Веселое настроение" ташши куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

"Ой, Вася", "Ромашка" ташăсене те ашшĕ-амăшĕсем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Любомирăн амăшĕ, Киргизова Зинаида, ывăлне пулăшма яланах хатĕр. Вĕсем хальхинче куракансене "Дедушка" ташăпа тĕлĕнтерчĕç.

Фестивале тăххăрмĕш класра вĕренекен каччăсемпе хĕрсем чăваш ташшипе вĕçлерĕç. Куракансене уява хаваслă ирттерсе яма савăк кăмăл парнелерĕç.

Концерта йĕркелесе ертсе пыракан Ангелина Герасимовăпа Ксения Мурзаева пур енчен те пултаруллă, вĕсем юрлама та, ташлама та ăста.

Фестивале шкулта вĕренекен пĕр ача та хутшăнмасăр юлман. Куракансем кашни артиста тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Пултаруллă та маттур класс руководителĕсем ертсе пынипе вĕренекенсем пур енлĕн аталанса пыраççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

Çак номерсемпе вĕренекенсем Тукай ялĕнче пулса курчĕç, ял халăхне савăнтарчĕç. Çитес вăхăтра Çĕнĕ Мăрат клубĕн сцени çине тухасшăн.

Т.ШИНГАЛОВА,

вĕрентекен



"Каçал Ен"
24 марта 2017
16:45
Поделиться
;