Комсомольский муниципальный округ

Тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть

"Космоса парăнтартăмăр тесен те юрать. Ăсчахсем вара тĕрлĕрен хими, биологи хĕç-пăшалĕсене шутласа кăларсах тăраççĕ. Çỹп-çап пакечĕсем пирки те çĕршер çул çĕрмеççĕ теççĕ, анчах мĕншĕн-ха пире нумайлăха тỹсекен çирĕп çул-йĕрсемпе тивĕçтереймеççĕ-ши?" - чылайăшне çакăн евĕр ыйту канăç памасть. Водительсемпе пассажирсем тарăхни те, паллах, ним çукран мар: ара, çулĕсем япăхрах-çке. Юрать-ха вĕсене саплакаласа тăраççĕ, вăл та пулин нумайлăха тỹсмест. Çул-йĕрпе çыхăннă тата пухăннă ытти ыйтусем çине хурав шыраса Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Александр Васильевич Краснов патне çул тытрăмăр.

- Çул-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри шутланнă. Асăннă проблема пирĕн районшăн та ют мар. Александр Васильевич, çакăн евĕр çитменлĕхсене тỹрлетес енĕпе иртнĕ çул мĕнлерех ĕçсем туса ирттертĕр?

- Капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - ку вăл район территори-йĕнчи çул-йĕре юсасси тата вĕсене тăвасси. Çак тĕллевпе пĕлтĕр бюджетран 77755,363 пин тенкĕ уйăрчĕç. Унпа усă курса 2016 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне Çĕнĕ Шăхран, Комсомольски, Тукай Мишер ялĕсенчи çулсене турăмăр, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ - 1,793 километр. Палăртса хăвармалла, çавăн пекех пĕлтĕр Тăманлă Выçли автоçул хĕррипе тротуар сарнă. Çуран çынсене çỹреме уйăрнă лаптăкăн пĕтĕмĕшле вăрăмĕшĕ 518 метрпа танлашать. Çак ялта шыв пăрăхĕсене те тĕпренех юсарăмăр. Хирти Выçли ялĕнчи автоçул хĕррипе 522 метр тăршшĕ хỹтĕлев огражденийĕ лартрăмăр. Çав вăхăтрах "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" автоçула 0,9 километр таран юсама пултартăмăр. Тури Тимĕрчкассинчи автоçула (1,968 километр) реконструкцилерĕмĕр. Пĕлтĕр районти ялсем хушшинчи çулсем юсавлă пулнишĕн вара вырăнти "Стройсервис" ЗАО яваплăччĕ.

- Александр Васильевич, вулакансене умри тĕллевсемпе те паллаштарса хăвараймăр-ши?

- Район сăн-сăпатне çĕнĕрен улăштарасси, ăна çулсерен капăрлатасси - пирĕн тĕллев. Эпир кунти граждансен пурнăç условийĕсемшĕн те яваплă. Çавăнпа кăçал, акă, Алексан-дровкăпа Хырай Ĕнел ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнĕрен тума йышăнтăмăр. Çав вăхăтрах Урмаелĕнчи Муса Джалиль, Комсомольски ялĕнчи кăнтăр-хĕвеланăç енĕпе, Нĕркеç ялĕн Сад урамĕсенчи çулсене тата "Калинино - Патăръел - Елчĕк" трасса çинче вырнаçнă автоçула тĕпрен юсама палăртнă. Участок тăршшĕ 3,6 километрпа танлашать. Вăл Луцки салинчен пуçланса Тутарстан Республикин чикки таран пулĕ.Тепĕр икĕ пысăк объект пур - Тăманлă Выçли (1,1 километр) тата Хирти Мăнтăр (1,7 километр) ялĕсенчи çулсене реконструкцилесси. Паллах, çул-йĕр юсама паян-ыран тухнин усси сахалрах, çавăнпа та çĕр типессе кĕтетпĕр. Ĕçе тĕплĕ туса çул-йĕрпе чылай вăхăт усă курмалла пултăр. Тĕплĕ ĕçĕн - тĕшши паха. Палăртнă ĕçсене çĕр типсенех пурнăçлама пуçлăпăр.

- Пирĕн районта федераллă тата республика программисем еплерех пурнăçланса пыраççĕ-ши?

- Патшалăх пулăшăвĕ чылай çемьене çурт-йĕр çавăрма май парать. "Çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтересси" программа тăрăх, 2016 çулта 10 çамрăк çемье свидетельствăллă пулчĕ. Программăна пурнăçлама 6098,4 пин тенкĕ укçа тăкакланă. "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 -2017 годы и на период до 2020 года" федераллă программăна пурнăçлас тĕллевпе яллă вырăнта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсенчен 8-шĕ 6759 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемшĕн çурта юсаса тирпейлесси - чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Ăна пурнăçлама укçи-тенки сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе 2014 çултан пуçласа хваттерсенче пурăнакансем ятарлă фонда укçа-тенкĕ хываççĕ. Пухăннă кĕмĕл чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Программăпа усă курса пĕлтĕр К.Антонов микрорайонĕнчи 6-мĕш тата 7-мĕш çуртсен çивиттисене улăштартăмăр. Асăннă программăпа кăçал Кабалин микрорайонĕнчи 2-мĕш çуртăн çивиттине, К.Антонов микрорайонĕнчи 1-мĕш çуртри шыв тата канализаци системисене, унсăр пуçне çак микрорайонти 14-мĕш çуртăн электричество тытăмне тĕпрен юсама палăртрăмăр. "Чăваш Республикинчи граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен куçарасси" программăпа килĕшỹллĕн, вунсакăр çул тултарнă тăлăх виçĕ ачана хăтлă пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Нумай ачаллă çемьесем валли 85 тăваткал метрлă çурт хăпартма палăртрăмăр.

Каласа хăвармалла, кăçалхи çул та "Жилище" тата "Устойчивое развитие сельских территорий" федераллă программăсем тăрăх çамрăк çемьесемпе специалистсене хваттерпе тивĕçтерессине малалла тăсăпăр.

Тата тепĕр пысăк ыйту - Комсомольски ялĕ çумĕнчи свалкăн рекультиваци проектне çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе çитересси.

А.ИСАЕВА калаçнă



"Каçал Ен"
24 марта 2017
16:23
Поделиться
;