Комсомольский муниципальный округ

Экзамен кунĕсем паллă

Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - РФ Юстминĕ Раççей Вĕрентỹ министерствин патшалăх экзаменĕсен расписанине çирĕплетекен хушăвĕсене регистрациленĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне, патшалăхăн вĕренĕвĕ вĕçленин экзаменне тата патшалăхăн тĕп экзаменне виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Вăхăт çитичченех йĕркелекен ЕГЭ март уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланса апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕçленет. Тĕп тапхăр май уйăхĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. Çак экзаменсем географи тата информатикăпа ИКТ предмечĕсен тĕрĕслевĕсенчен пуçланĕç. Экзаменăн хушма тапхăрне (тĕп тапхăрта тĕрĕслев тухманнисем валли) апрель уйăхĕн 5-16-мĕшĕсене палăртнă.



"Каçал Ен"
28 марта 2017
12:41
Поделиться
;