Комсомольский муниципальный округ

Каникул вăхăтĕнче тимлĕрех пуласчĕ

Март уйăхĕн юлашки эрнисенче республикăри шкулсенче çуркуннехи каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Çак тапхăрта урамра, çулсем çинче ачасене ытларах курма пулать. Автотранспорт водите-лĕсен вара ку вăхăтра тимлĕхе ỹстермелле, мĕншĕн тесен пĕчĕк çул çỹренсен тыткаларăшне пĕлме çук. Водительсен çул хĕресленнĕ вырăнта, каçăсем çинче, обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче, кану лагерĕсем патĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Ашшĕ-амăшĕн те ачисене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Тĕпренчĕкĕрсене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарăр. Çул çумĕнче выляни пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине каласа парăр. Ачан тумтирĕ çутăрах пулсан ăна çул çинче уйăрса илме çăмăлрах пулĕ. Паллах, хăвăрăн вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Ара, пĕчĕккисем пурте хăйсен ашшĕ-амăшĕ пек тума тăрăшаççĕ-çке. Ансат йĕркесене хăнăхтарни вĕсен пурнăçне упраса хăварма пулăшĕ.

Н.РАЙКОВ,

ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
28 марта 2017
12:37
Поделиться
;