Комсомольский муниципальный округ

Пенсионерсене пĕлме

 Укçа валеçмелли график апрель уйăхĕнче улшăнать. Пенси фончĕн районти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - апрель уйăхĕнчен тытăнса пенсие почта тата "Сбербанк России" уйăхăн 5-мĕш кунĕнчен тỹлеме пуçлаççĕ. Ку таранччен пенсие республикăра уйăхăн 3-мĕшĕнчен валеçнĕ.

Укçа валеçмелли графика пенсионерсем çулленех йышланса пынине кура ăна тỹлемешкĕн федераци трансфертне çĕршывĕпех пĕрешкел çитерсе парас тĕллевпе оптимизацилеççĕ.

Тĕслĕхрен, Чăваш Енре федераци трансферчĕ пенсипе тивĕçтерме кирлĕ суммăн 60 проценчĕпе танлашать. Патшалăх укçине илсе тăракансен йышĕ вара çулталăкра 4 пин çын нумайланнă. Çавна май пенси тỹлемелли нухрата почтамтсене тата банка куçармалли вăхăта тỹрлетеççĕ.

Пенсие почта урлă илекен граждансене малашне уйăхăн 3-мĕш кунĕнче мар, уйăхăн 5-мĕш кунĕнче парĕç, 4-мĕш кунĕнче илнисене - 6-7-мĕш кунĕсенче. Банк урлă тивĕçекенсене 3-4-мĕшĕсенчен - 5-мĕшне, 18-21-мĕшĕсенчен 22-мĕшне куçарнă. Улшăнусем уйрăмах пенсие уйăх пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче илекенсене пырса тивеççĕ.

Пенси фончĕн районти уйрăмĕ.



"Каçал Ен"
28 марта 2017
12:33
Поделиться
;