Комсомольский муниципальный округ

Прививкăсенчен пăрăнмалла мар

 Профилактика тĕлĕшпе тăвакан прививкăсем этеме чир-чĕртен сыхлаççĕ, ăна çăмăлтарах чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Уйрăмах ача-пăчана хĕрлĕхен (корь), дифтери, полиомиелит, паротит, коклюш, краснуха чирĕсенчен прививка туни питĕ кирлĕ. Çак чирсем ытларах сывлăш урлă лекеççĕ. Вĕсем чирлĕ çынран сунаспа, ỹслĕкпе, куççульпе сывлăша лексе сыввине ереççĕ. Пĕр çуртра пурăнакан ачасенчен пĕри чирлерĕ пулсан, ыттисен умне хăрушлăх тухса тăрать.

Халĕ медицинăра çак чирсене хирĕç кĕрешмелли меслетсенчен пĕри вăл - профилактика прививкисем. Вакцинăсене лаборатори условийĕсенче хатĕрлеççĕ. Ачасене прививка тусан кĕлеткере антителасем пулса каяççĕ, çапла вара чылай вăхăт инфекци чирĕнчен упраççĕ. Антителасем вируссене тĕп тăваççĕ. Прививка хыççăн кĕлеткере нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ.

Хăрушă чирсенчен сыхланасси хăвăртан килет. Çавна май вакцинаци мероприяти-йĕсем çине пысăк яваплăхпа пăхма, медицина учрежденийĕсене каланă вăхăтра çитме тăрăшмалла.

З.ЮНУСОВА,

ЧР "Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ" федерацин сывлăх сыхлавĕн бюджет учрежденийĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн эпидемиолог тухтăр пулăшуçи



"Каçал Ен"
31 марта 2017
22:59
Поделиться
;