Комсомольский муниципальный округ

Пур енчен те пултаруллă

 Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Улатăр хулинчи культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çак кун унта Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчен культура сферин представителĕсем пухăнчĕç. Уяв вăхăтĕнче республика шайĕнче иртнĕ конкурссен çĕнтерỹçисене сертификатсем парса чысларĕç. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районти искусство шкулĕн хо-реографи учителĕ Татьяна Иванова.

Татьяна Евтихиевна Комсомольскинчи искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнче нумай çул тăрăшать. Ун пирки калас пулсан, вăл пысăк квалификациллĕ специалист, педагогика сферинчи опыт та чылай, чи пахи вара - вăл ачасене чунтан юратать.

Опытлă хореограф яланах район, республика тата регионсем хушшинче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупать. Палăртмалла, чылай чух унăн ушкăнĕ малти вырăнсем йышăнса парне-дипломсемпе, Тав хучĕсемпе тата грамотăсемпе таврăнать. Çитĕнỹсем, паллах, тăрăшмасăр пулмаççĕ, вĕсемшĕн нумай тар тăкмалла.

Искусство шкулĕнчи хорео-графи уйрăмĕнче çулсерен 60 çамрăк ăс пухать. Вĕренекенсем кунта тавракурăмĕсемпе професси ориентацине ỹстереççĕ. Вĕренỹ курсне вара çаксем кĕреççĕ: классикăпа тĕрлĕ халăхсен ташши, ритмика, гимнастика тата концерт номерĕсене хатĕрлеме вĕренесси.

Ф.ГИБАТДИНОВ



"Каçал Ен"
31 марта 2017
22:58
Поделиться
;