Комсомольский муниципальный округ

Вакансисен ярмăркки иртрĕ

Вакансисен ярмăрккине ĕçсĕррисемпе ăна шыракан граждансемшĕн çывăх вăхăтрах ĕç тупса парассишĕн йĕркелеççĕ. Ун урлах çынсем пулас ĕç вырăнĕ тата шалу виçи пирки те тĕплĕнрех пĕлеççĕ. Асăннă мероприяти мартăн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта пулса иртрĕ.

Унта районти 3 организаци хутшăнчĕ - В.Н.Спиридонов предприниматель, Н.В.Васильевпа "Ылтăн пучах" фермер хуçалăхĕсем. Ĕç шыракансем пирки калас пулсан, ярмăрккана пурĕ 15 çын килсе çитрĕ: вĕсенчен 7-шĕ - ĕçсĕррисен шутĕнчен, ыттисем - 18 çул тултарман яшсем. Пухăннисем кашниех анкета тултарнă хыççăн ĕç паракан организацисен представителĕсемпе ятарлă калаçусем ирттерчĕç. Граждансене центр специалисчĕсем вара кирлĕ сĕнỹ-канаш парса пулăшса пычĕç, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа та паллаштарчĕç. Ярмăрккана килнĕ 3 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерчĕç, çул çитмен 5 çамрăк (14-18 çулсенче) Спиридонов предприниматель патĕнче ĕçлеме килĕшрĕ.

К.КОКШИН



"Каçал Ен"
31 марта 2017
22:03
Поделиться
;