Комсомольский муниципальный округ

Илем чуна тыткăнлать

 Ỹнерпе тата алă ĕçĕпе кăсăкланакансем тĕрлĕ япаларан темĕн те пĕр ăсталаса тĕлĕнтернĕçем тĕлĕнтерсех тăраççĕ. Хальхинче сăмахăм фоамиран пирки пулĕ. Çак материал пирки калас пулсан, вăл çемçе, бархат евĕрлĕрех. Кăшт ăшăтсан унран чаплă та кăсăк япаласем ăсталама пулать, алла та пластилин евĕр çыпăçса чăрмантармасть.

Иртнĕ кунсенче "Интерессен клубĕ: шухăшсене пурнăçлар" семинарпа килĕшỹллĕн "Çĕр тата çынсем" музейре илемлĕ ỹнер енĕпе ятарлă мастер-класс иртрĕ. Унта фоамиранран хитре япаласем ăсталакан Екатерина Пермяковăна йыхравларĕç.

Екатерина Комсомольски ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ те кунтах пурăнать. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухсан район больницин паллиативлă уйрăмне ĕçлеме вырнаçать. Пĕчĕкренех алă ĕçĕпе, творчествăпа кăсăкланнăскер ачапа ларнă вăхăтра фоамиранпа усă курса илем ăсталама вĕренсе çитет.

- Малтанах хама, каярах кил-çурта хитрелетес тĕллевпе тăрмашаттăм. Паян вара юлташсемпе пĕлĕшсем ыйтнипе тăрăшатăп, - терĕ Екатерина Александровна. - Ал ĕçĕпе кăсăкланакан чылай, çавăнпа та кăнтăрла çеç мар, хушăран çĕрле те ларатăп.

Мастер-класс пирки каласан, вăл вара çỹлти шайра иртрĕ. Ăстана пурте питĕ тимлĕн итлерĕç. Малтан Катя хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ: вĕсем çуркуннехипе çуллахи кунсене аса илтерсе кашнин чĕринех хумхантарчĕç. Каярах пухăннисем фоамиранран чечексем ăсталарĕç.

Çак хаваслă та кăсăклă пултарулăха алла илес текенсем çак кун татах та йышлăланчĕç.

А.ПОЛЯКОВА



"Каçал Ен"
07 апреля 2017
11:00
Поделиться
;