Комсомольский муниципальный округ

Мускавра юрлас-ташлас килет-и?

Пĕтĕм Раççейри çамрăк артистсен "Сенкер кайăк" конкурсне хутшăнакансене суйласа илмелли тапхăр ака уйăхĕнче çĕршывăн 45 хулинче иртессине пĕлтернĕ.

Проекта Пĕтĕм Раççейри телерадиокомпани ирттерет. Унта 17 çулчченхи ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Конкурса çĕршывра виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Юрă-ташă ăстисене суйласа палăртмалли тапхăр республикăра пĕрремĕш хут пулать. Акан 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче кастинг ирттерĕç. Унта çĕнтернисем Мускаври пысăк сцена çине тухĕç.

Республика Правительстви пулăшнипе "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕ филармонире ỹкернĕ видеоматериалсене конкурсăн йĕркелỹ комитетне çитерĕ. Вăл çĕнтерỹçĕсене Мускава пыма йыхравлĕ. Пĕтĕм çĕршывран пухнă ачасен концертне "Раççей 1" телеканалпа кăтартĕç.



"Каçал Ен"
07 апреля 2017
11:08
Поделиться
;