Комсомольский муниципальный округ

"Инфознайка - 2017"

Шкул ачисемшĕн паянхи кун тĕрлĕрен конкурс-олимпиадăсем, вăйăсем йĕркеленсех тăраççĕ. Ун урлах ача хăйне кăсăклантаракан предметсене тата та тарăнрах пĕлет, çав вăхăтрах йывăртарах ыйтусем çине хуравне те тупать. "Инфознайка" вара - информатика предметне юратакансен конкурсĕ.

"Инфознайка" вăйă-конкурса ачасем çулсерен чăтăмсăр кĕтеççĕ. Иртнĕ кунсенче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче "Инфознайка - 2017" конкурс иртрĕ. Унта асăннă шкулти 8-10-мĕш классен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ - 10-мĕш класс вĕренекенĕсем Лейсан Алаповăпа Динар Санатуллин - конкурс комитечĕн дипломне тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр, вĕсен вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пымалла пултăр.

Г.АЙСЫНА,

Тукай Мишер вăтам шкулĕн информатика вĕрентекенĕ



"Каçал Ен"
07 апреля 2017
10:59
Поделиться
;