Комсомольский муниципальный округ

Халăх театрĕ - Улатăрта

 Апрелĕн 6-мĕшĕнче районти тĕп культура çурчĕ çумĕнчи В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ Улатăр районĕнчи Суйкăн ялне çитсе курчĕ. Вырăнти халăх Комсомольскисен парнине - Николай Угарин çырнă "Улька кинĕн виçĕ кинĕ" спектакле - хапăл туса йышăнчĕ.

Çак кун культурăпа кану учрежденийĕн залĕ курма килнĕ халăхпа туллиех пулчĕ. Пухăннисене костюмсемпе декораци, кăсăклă мизансценăсемпе актерсем хăйсене сцена çинче тытма пĕлни питĕ килĕшрĕ. Куракансем, геройсенче хăйсене курса пынăçемĕн, ахăлтатсах кулни вăйланса пычĕ. Артистсене те Улатăр тăрăхĕ, çыннисем питĕ килĕшрĕç. Куракансем вĕсене комеди вĕçленсен тăвăллăн алă çупсах тав турĕç.



"Каçал Ен"
14 апреля 2017
13:27
Поделиться
;