Комсомольский муниципальный округ

Районсенче агроклассем

Чăваш Енри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăх специальноçне хысна шучĕпе илме ăнтăлать. Ун пеккисен шучĕ 2016-2017-мĕш вĕренỹ çỹлĕнче палăрмаллах йышланнă.

Çамрăксен самай пайĕ ял хуçалăх специальноçне суйланине ĕнентерме республикăн Ял хуçалăх министерстви цифрăсем илсе кăтартать. 2012-2013 вĕренỹ çулĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен куçăн майпа 311 студент вĕренсе тухнă, аграри специалисчĕ пулнине ĕнентерекен диплома кăçал вара 464-ăн алла илĕç.

Çамрăксене ял хуçалăх отрасльне илĕртме шкул ачисем валли агроклассем уçни те пулăшать тесе шухăшлаççĕ министерствăра. Пĕлтĕр ун пек вĕренỹ пỹлĕмĕсене 6 районта вуннă йĕркеленĕ. Кăçал кашни районтах уçасшăн. Пирĕн районта вара пĕрремĕш агрокласс Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче тăвасшăн.



"Каçал Ен"
14 апреля 2017
12:37
Поделиться
;