Комсомольский муниципальный округ

Хисеплесе саламланă

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Павел Кириллович Краснов нумаях пулмасть 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ветерана çывăх тăванĕсем çеç мар, Германинчи совет çарĕсен ушкăнĕн районти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Архипов, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов ăшшăн саламларĕç.

Павел Кирилловичăн салтак пурнăçĕ Германипе тỹрремĕнех çыхăннă. Виçĕ çул вăл унта службăра тăнă. Писарь ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Паянхи кун вăл - Германире çар ретĕнче тăнисен районти уйрăмĕн членĕ. Ветеран чи аслисенчен пĕри, вăл - ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

Уйрăм председателĕ Павел Кирилловича сумлă çуралнă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, çемьере килĕшỹ сунчĕ. Асăнмалăх вара илемлĕ сехет парнелерĕ. Ватă çынна хисеп туни темрен те паха.

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
18 апреля 2017
09:14
Поделиться
;