Комсомольский муниципальный округ

Флешмоб иртет

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 14 сехетре Чăваш Енри мĕнпур муниципалитетра "Республика элемĕсем - халăх элемĕсем" (эмблемисем) ятпа республика флешмобĕ иртет. Ăна Патшалăх элемĕсен кунне халалланă. Флешмоба тухнисем "Пурнăç йывăççи" евĕр тăрса тухĕç. Пирĕн районта савăнăçлă мероприяти Мухтав монуменчĕ умĕнче эрнекун 13.35 сехетре пуçланать, 14 сехетре флешмоб иртет.



"Каçал Ен"
21 апреля 2017
10:09
Поделиться
;