Комсомольский муниципальный округ

Терроризм хăрушă

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕршывсене те шеллемест. Унăн тĕллевĕ - çынсене, обществăна хăратса пусмăрласси.

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри метрополитенри "Сенная площадь" тата "Технологи институчĕ" станцисем хушшинче взрыв пулнине кашниех илтрĕмĕр. Взрыва пула 14 çын вилнĕ, 49-ăн аманса больницăсенче сипленеççĕ. Теракта Киргизире çуралса ỹснĕ террорист-смертник пурнăçлани паллă. Хăш-пĕр информаци çăлкуçĕ тăрăх, çак кун "Площадь восстания" станцире те хăй тĕллĕн ăсталанă бомба тупнă, ăна çийĕнчех сиенсĕрлетни чылай çыннăн пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварнă. Çакăн евĕр инкеке сирес ĕçре халăх тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертỹçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çỹрене те пĕлтермелле. Карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма тăхтăр.

Инкекрен сыхланни ытти чухне те кирлĕ. Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла-ха? Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле.

Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухăр.

Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлав службисен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пỹлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр.

Д.ГАЛКИН



"Каçал Ен"
25 апреля 2017
10:10
Поделиться
;