Комсомольский муниципальный округ

Акцисене хутшăнар

Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн районта "Вилĕмсĕр полк" шестви пулĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăрçăра юн, тылра тар тăкнă ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕсемпе асламăшĕсен, кукашшĕсемпе кукамăшĕсен, пиччĕшĕсен, аппăшĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утĕç каçалсем. Çапла туса Çĕнтерỹ паттăрĕсемпе мухтанни, вĕсене манманни пирки пĕлтерĕç. Кăçал шестви район центрĕ тăрăх утса тухĕ. Вăрçа хутшăннисен сăнỹкерчĕкĕсем пĕр пек пулччăр тесен вĕсене 20х30 виçепе (А4 форматлă хут листи пысăкăш) тумалла.

Кашниех акцие хутшăнар. Унсăр пуçне республикăра "Георги хăйăвĕ" тата "Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акцисем иртеççĕ. Вĕсем майăн 9-мĕшĕччен пыраççĕ. Акцисем чи малтанах çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас, ентешсен вăрçăри паттăрлăхне манас мар тата çĕршывăн реликвийĕсен сумне ỹстерес тĕллевпе иртеççĕ.



"Каçал Ен"
28 апреля 2017
12:38
Поделиться
;