Комсомольский муниципальный округ

Тавах сире, мухтавлă паттăрсем!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа 72 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕнче - Çĕнтерỹ кунĕнче - пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене çуллен чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнатпăр. Çĕнĕ ăрусем паттăрсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, вĕсем пархатарлă ачисемпе мăнукĕсен чĕрисенче яланлăхах юлĕç. Ветерансемшĕн те, çамрăк ăрушăн та вăл чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Шăпах ун чухне 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçă вĕçленнĕ. Чунĕпе çирĕп, хастар совет салтакĕсем çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Хăрушă вăрçă мĕн чухлĕ çутă ĕмĕте татнă!

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă районти уяв анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Ватти те, вĕтти те тухнă унта. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ветерансен, тыл ĕçченĕсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Чаплă та çутă куна районти 22 ветеран çеç кĕтсе илме пултарчĕ. Тĕп уява та хăйсене сывлăх енчен аван туякансем çеç хутшăнма пултарчĕç, ыттисене, паллах, вырăна çитсе саламларĕç.

Çĕнтерỹ парадĕнче ача садне çỹрекенсем, шкул ачисем, тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем пурте пĕрле пухăнса, савăнса утни кăмăла çĕклентерчĕ. Пĕтĕм халăх мирлĕ пурнăçшăн савăнса пĕрре кăна мар "Урра! Урра!" - тесе кăшкăрчĕ, кашни ветерана, тыл ĕçченне мирлĕ пурнăçшăн чĕререн тав турĕ. Хĕрсемпе каччăсем митинг пуçланиччен çỹл тỹпери хĕвелшĕн савăнса юрă шăрантарчĕç, ташă парнелерĕç. Митинга район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин уçрĕ.

- Хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе - 72 çул. Эпир мирлĕ те тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнатпăр. Эсир, ветерансем, тыл ĕçченĕсем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă, пурнăçăра шеллемесĕр тăшмана хирĕç тăнă. Вăрçă çулĕсенчи пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, ун хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне çĕкленĕ. Тавтапуç сире паянхи мирлĕ пурнăçшăн! Уяв ячĕпе!!! - терĕ Хасиятулла Семигуллович пурне те саламласа.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин чи малтанах уява килме пултарнă ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа тав турĕ, çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ.

- Аслă Çĕнтерỹ кунĕ Раççейре пурăнакансемшĕн - чи çутă та пысăк уяв. Майăн 9-мĕшĕ пире пурне те - ветерансене, тыл ĕçченĕсене, çамрăксене, ачасене - пĕр тытăма пĕрлештерет, - терĕ вăл ветерансене чĕререн тав туса.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов та пухăннисене майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Уяв программи юрă-ташăпа чăннипех пуян пулчĕ. Пухăннисене районти культура çурчĕн артисчĕсем, ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсем савăк юрăсем парнелерĕç. "Островок" ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т.Иванова) - уява илем кỹрекенсенчен пĕри. Шăпах вĕсем тĕрлĕ ташă урлă хаяр вăрçă саманчĕсене, савăнăçлă пурнăçа сăнласа куракансем патне илсе çитерчĕç. Ташăçăсем çар форми тăхăнни уява илем кỹчĕ. Чăннипех те маттур!

Тĕп сцена çинчи митинг вĕçленчĕ пулин те, уяв программи малалла тăсăлчĕ.

Çĕнтерỹ кунĕнче яшсемпе хĕрсем çар тумĕ тăхăнса парада хутшăнни вара мăнаçлăх кỹрет. Çамрăк армеецсен парадне яланхи пекех Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕ Сергей Данилов ертсе пычĕ. Шкул ачисем ветерансем умĕнче мăнаçлă туйăмпа маршпа тата юрăпа çирĕппĕн утса иртрĕç. Кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн хĕрĕсем парада пысăк ушкăнпа пуçласа хутшăннине вара уйрăммăн палăртса хăварас килет. Шкул ачисемпе пĕрлех парада районти пограничниксем тата Германире службăра тăнисем те хутшăнчĕç.

Хăнасем, районта пурăнакансем "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ умĕнче йĕркеленĕ выставкăпа паллашрĕç, кану паркĕнчи сцена çинчи юрлакансене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Ачасем асфальт çине пурăпа ỹкерсе киленчĕç.

Кану паркĕнче кунĕпех юрларĕç, ташларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пурте пĕрле савăнчĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем вара "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче футболла вылярĕç. Районти ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ çичĕ команда: "Патвар" (Янкасси), "Кубня" (Комсомольски), "Урмай" (Урмаел), "Чурачики" (Аслă Чурачăк), "Гигант" (Нĕркеç), "Тимерчеево" (Анат тата Тури Тимĕрчкасси) тата "Тукай" (Тукай Мишер) вăйăра çĕнтерессишĕн тупăшрĕç. Тупăшусем çав тери хĕрỹ иртрĕç. Финалта "Кубня" тата "Гигант" командăсем тĕл пулчĕç. Вăйăра "Гигант" ăстарах пулчĕ, вĕсем - çĕнтерỹçĕсем.

Каçхи концерт куракансене кану паркне тепĕр хут пуçтарчĕ. Ун хыççăн Çĕнтерỹ салючĕн тĕрлĕ тĕслĕ хĕлхемĕсем тỹпене çутатрĕç. Аслă Çĕнтерỹ çутине ĕмĕр-ĕмĕр упрасчĕ.

Район администрацийĕ, культура секторĕ, вĕренỹ пайĕ, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем тата ыттисем те уява çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тесе пысăк тỹпе хывнă, тăрăшнă.

Яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ!

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
12 мая 2017
12:21
Поделиться
;