Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Хирсенче çураки ĕçĕсем малалла пыраççĕ: çĕр лаптăкĕсене сỹрелеççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, пахча çимĕç акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ.

Майăн 15-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрсен 13965 гектарне сỹреленĕ, 11019 гектарне культивациленĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6970 гектар (61,4 процент) çинче акнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр çул ỹсекен курăксем 161 гектар, пахча çимĕç 40 гектар акма ĕлкĕрнĕ, 155 гектар çĕрулми лартнă. Ку енĕпе "Урожай" колхоз (65 гектар), "Комсомольские овощи" ООО (82 гектар), "Рассвет" ЯХПК (8 гектар) ĕçе пуçăннă. Ыттисен те пĕр тăхтаса тăмасăрах "иккĕмĕш çăкăра" лартма тухмалла. Уяр кунсем тăнă чухне пур вăй-халтан ĕçлесчĕ. Ĕçсене вăхăтра пурнăçламаллах.

Ш. ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
16 мая 2017
09:48
Поделиться
;