Комсомольский муниципальный округ

Хаклав ирттернĕ

РФ Культура министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн, культура организацийĕсен ĕç пахалăхне палăртма 2016 çулта республикăри централизациленĕ 18 клуб тытăмне, 15 библиотека тытăмне, 9 музейпа 3 театр ĕçне никама пăхăнман хаклав ирттернĕ.

Çав хаклава Чăваш Республикин Культура министерстви çумĕнчи Обществăлла совет йĕркеленĕ, хаклаканĕ Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ пулнă.

Культура учрежденийĕсен ĕçне хак панă чухне вĕсем пирки информаци илме пулнине, уççăнлăхне, асăннă организацисем халăха паракан пулăшусен хăтлăхне, вăхăтне, ĕçченсен ыркăмăллăхне, компетентлăхне тата ыттине шута илнĕ.

Хаклав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш наци музейĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ, Трактор тăвакансен культура керменĕ, Вырăс патшалăх драма театрĕ, Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки, А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексĕ чи пысăк балсене тивĕçнĕ. Муниципалитетсенчи учрежденисенчен чи лайăххисем вара - Хĕрлĕ Чутай (88,3 балл), Шупашкар районĕсен (80 балл) клуб системисем, Шупашкар (91,3) тата Канаш (85,4 балл) районĕсен централизациленĕ библиотека тытăмĕсем.

Хаклав пĕтĕмлетĕвĕсене Чăваш Республикин Культура министерствин сайтĕнче вырнаçтарнă, хăвăра кăсăклантаракан организацисем çинчен унта пĕлме пултаратăр. Пĕтĕм кăтартусене хушсан чи нумаййи 100 балл пухма май пулнă тăк, Комсомольски централизациленĕ клуб тытăмĕ 69,6, библиотека тытăмĕ 82 бала тивĕçнĕ.

Н.БЕЛОВА



"Каçал Ен"
19 мая 2017
10:08
Поделиться
;