Комсомольский муниципальный округ

Наркотикпа туслашма кирлĕ мар

2016 çулта республикăра 956 наркомана шута илнĕ. Профилактика тĕлĕшĕпе сăнаса тăракансен йышĕнче вара - 2007 çын.

Наркотиксемпе усă куракансенчен ытларахăшĕ - арçынсем (89,6 процент). Наркăмăш серепине лекнисен 54 проценчĕ - 18-30 çулсенчи çамрăксем. Шупашкарта 100 пин çын пуçне 135,6, Канашра - 118, Çĕнĕ Шупашкарта 95 наркомана шута илнĕ. Наркотиксемпе усă куракансен йышĕ Канаш хулинче уйрăмах пысăк. Республикăри вăтам кăтартуран 2,6 хут пысăкрах. Пуçламăш наркомани чирĕн шайĕпе Çĕмĕрле малта - 100 пин çын пуçне 53 çын тивет.

Иртнĕ çул Чăваш Енре право хуралĕн органĕсем наркотиксен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 659 преступление тупса палăртнă, саккунсăр майпа пуйма ĕмĕтленнисенчен пурĕ 37,6 килограмм наркотик туртса илнĕ. Çакă 2015 çулхипе танлаштарсан 199 преступлени сахалрах, анчах та туртса илнĕ наркотик виçи 22 процент нумайрах.

Республикăри полици ĕçченĕсем пĕлтĕр наркотикпа сутă тăвакан чылай ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Наркотик сутса пуяс тĕллевлисен шутĕнчен ытларах пайĕ - Украина çыннисем. Преступниксен йышĕнче çавăн пекех Чăваш Ен, Азербайджан, Таджикистан, Беларуç, Израиль çыннисем пур.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачасемпе çав тери тимлĕ пулмалла. Вĕсем пушă вăхăта епле тата кампа ирттернипе кăсăкланмалла. Наркотик серепине лекме çăмăл, унран хăтăлма вара çав тери йывăр. Çамрăксем наркотиксемпе тата психотроплă хутăшсемпе туслашасран асăрханăр.

Р.ЖУКОВА,

районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пай инспекторĕ



"Каçал Ен"
19 мая 2017
10:09
Поделиться
;