Комсомольский муниципальный округ

Район уй-хирĕсенче

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ.

Майăн 18-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем пĕр çул ỹсекен курăксем 925 гектар (60,5 процент), пахча çимĕç 56 гектар акма ĕлкĕрнĕ, 356 гектар (34 процент) çĕрулми лартнă. Хальлĕхе "Комсомольские овощи" ООО (134 гектар), "Урожай" колхоз (70 гектар), "Рассвет" ЯХПК (80 гектар), "Слава картофелю" агрофирма 32 гектар çинче асăннă ĕçе пурнăçланă. Ыттисен вара пĕр тăхтаса тăмасăрах "иккĕмĕш çăкăра" лартма тухмалла. Ĕçсене вăхăтра пурнăçламаллах.

Районти 14 ял хуçалăх предприятийĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Çак ĕçе 9182 гектар (80,1 процент) çинче пурнăçланă.

Унпа пĕрлех Минатуллин фермер хуçалăхĕ 65 гектар хĕ-велçаврăнăш, "Сюрбеево" ООО - 100 гектар, "Дружба" ЯХПК 75 гектар сахăр кăшманĕ, "Искра" колхоз 30 гектар куккурус акнă.

Пĕрлехи тĕллев - паян пурнăçламалли ĕçсене ырана хăвармасăр тăрăшасси.



"Каçал Ен"
19 мая 2017
10:33
Поделиться
;