Комсомольский муниципальный округ

Антон Дроздов - Чăваш Енре

РФ Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ Антон Дроздов майăн 19-мĕшĕнче пирĕн республикăра ĕçлĕ çỹревпе пулнă.

Мускав хăни Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, республикăри влаç органĕсемпе РФ Пенси фончĕ администрацилекен электронлă çĕнĕ тытăмсене - инвалидсен федераци реестрне (ФРИ) тата Социаллăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен патшалăхăн пĕрлехи информаци системине (ЕГИССО) - пуянлатас енĕпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех Чăваш хутлăхĕнче пенсипе тата социаллăхпа тивĕçтересси, республикăри социаллă программăсене пĕрлехи вăйпа пурнăçласси, РФ Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата тытăм оптимизацийĕ çинчен калаçнă.

Антон Дроздов Пенси тỹлекен тата информацие тишкерекен центра çитсе курнă, пенси службин уйрăмĕн тата территори органĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ, районсен хушшинчи Çĕрпỹри управленин тата унăн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ĕçне тишкернĕ.



"Каçал Ен"
23 мая 2017
09:45
Поделиться
;