Комсомольский муниципальный округ

Пĕтĕм тĕнчери Х кинофестиваль - Шупашкарта

 Çу уйăхĕн 22-27-мĕшĕсенче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалласа Пĕтĕм тĕнчери X кинофестиваль иртет.

Чи малтанах ăна 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ. Ун чухне пирĕн тĕп хулана çывăхри тата инçетри чикĕ леш енчен паллă актерсемпе кинорежиссерсем килнĕ. 2009 çулта Чăваш Республикин ертỹлĕхĕ Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йăлана кĕртме йышăннине РФ Культура министерстви ырласа кĕтсе илнĕ.

Тăхăр çул тăршшĕнче кинофорум кино ỹкерекенсен, режиссерсемпе актерсен хушшинче анлă сарăлнă, унта пин-пин куракан пулнă. Кинофестивале тĕрлĕ çулсенче Э.Рязанов, И.Муравьева, Л.Федосеева-Шукшина, М.Ефремов, И.Скобцева-Бондарчук, Д.Астрахан, Б.Грачевский, Н.Высоцкий, А.Нилов, И. Чурикова, Е.Боярская тата Раççейри, Казахстанри, Эстонири, Грузири, Азербайджанри, Беларуçри, Сербири, Аслă Британири, Францири, Болгарири, Финляндири, Индири, АПШри ытти нумай актерпа режиссер хутшăннă.

Кăçалхи фестиваль вăхăтĕнче уйрăмах Экологи çулталăкне халалланă, экологи темине пырса тивекен фильмсем кăтартма, паллă тата çамрăк актерсемпе, режиссерсемпе пултарулăх тĕлпулăвĕсем, çавра сĕтелсемпе пресс-конференцисем йĕркелеме палăртнă.

Майăн 22-мĕшĕнче "Сеспель" кинотеатрта кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак кунах республикăра пурăнакансем "Три пингвина", "Синема 5", "Киногалактика", "Тетерин фильм" кинотеатрсенче, "Салют" культура керменĕнче тĕрлĕ кинофильмсем курнă. 6 куна пыракан фестиваль вăхăтĕнче вара курса киленмелли, режиссерсен ĕçĕсене хакламалли чылай пулĕ. Кинофестивалĕн программипе тĕплĕнрех Чăваш Республикин Культура, наци ыйтăвĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

2008 çултанпа кинофестивальте 26 çĕршыври 450 ытла кино кăтартнă.



"Каçал Ен"
23 мая 2017
09:51
Поделиться
;