Комсомольский муниципальный округ

Умра - экзаменсем

ăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланаççĕ - патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ - çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, вăтам шкул пĕтерекенсен - çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче. Патшалăх экзаменĕсен кăçалхи кампанийĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сỹтсе явнă.

Вĕрентỹ министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова аттестаци мĕнле иртессипе паллаштарнă май чи малтанах акă мĕн çине пусăм тунă. Кăçалтан тытăнса тăххăрмĕшсем тытакан тăватă экзаменран кашниех аттестат алла илессине витĕм кỹрет. Ку таранччен икĕ экзамен - вырăс чĕлхи, математика - кăтартăвĕсем кăна асăннă ыйтура вăйра пулнă. Экзаменра "2" илнисем резерв кунĕсенче тĕрĕслеве çĕнĕрен хутшăнма пултараççĕ. Çак майпа та икĕ предметпа кăна тытма пулать. Япăх кăтарту шучĕ ытларах пулсан экзаменсене çĕнĕрен пама авăн уйăхĕччен кĕтмелле.

Ку кампани вăхăтĕнче тăххăрмĕшсен экзамен пункчĕсенче те сăнав çирĕпрех пулĕ. Вĕсене тĕрĕслесе кĕртнĕ чухне те металлодетекторпа усă курĕç. Йĕркелỹçĕсем оффлайн-видеосăнав экзаменсене объективлă, йĕркене пăсмасăр ирттерме пулăшасса шанаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, тăххăрмĕшсен йышĕнче республикăри 58 ачана экзаменран кăларса яма тивнĕ. Вĕсенчен 44-шне - кĕсье телефонĕ çумра пулнăран. Сăмах май, халĕ телефонпа е справочникпа экзаменра усă курнăшăн кăна мар, ку е вăл япала çумра пулнăшăнах кăларса яраççĕ.



"Каçал Ен"
23 мая 2017
09:49
Поделиться
;