Комсомольский муниципальный округ

Паттăрсене манар мар

Нумаях пулмасть Александровка тĕп шкулĕнче волонтерсен отрячĕ "Обелиск" акци ирттерессипе палăрнăччĕ. Çак акцие малалла тăсса майăн 20-мĕшĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем М.Н.Алексеева, И.И.Воробьева, Е.И.Козлова вĕрентекенсем ертсе пынипе палăксем тавра чечексем лартрĕç. Вĕсене пулăшма ашшĕ-амăшĕ те хаваспах килĕшрĕ. Пурте пĕрле çĕр чавса, чечексем акса-лартса, шăварса пычĕç.

Пире мирлĕ пурнăç туса панă паттăрсене манас мар терĕç ачасем, малалла та палăксем тавра тасатса тăма сăмах пачĕç.

Шкул директорĕ Е.Н.Соколова ашшĕ-амăшĕсене - Н.В.Осиповăна, А.А.Буслаева, В.А.Потемкинăна, И.Г.Степановăна - тав турĕ.

И.ВОРОБЬЕВА,

вĕрентекен



"Каçал Ен"
26 мая 2017
16:38
Поделиться
;