Комсомольский муниципальный округ

Стас Курицын - призер

Майăн 19-20-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт керменне республикăри 600 спортсмен килсе çитрĕ. Вĕсем кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç. Унта "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç.

Тĕслĕхрен, 800 тата 1500 метрлă дистанцисене чупса Стас Курицын 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Палăртмалла, каччă республика шайĕнче 10-мĕш хут малтисен йышĕнче. Виктория Биктимирова - призер, Виктория Ефремова вара 3000 метр чупса мала тухрĕ. Саламлатпăр!

В.ПЛЕШКОВ



"Каçал Ен"
26 мая 2017
16:36
Поделиться
;