Комсомольский муниципальный округ

Табак - ерипен вĕлерекен наркăмăш

Çулсерен çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ тата унăн партнерĕсем Пĕтĕм тĕнчери табаксăр пĕр куна паллă тăваççĕ. Кăçалхи çулăн кун теми - "Табак - аталану хăрушлăхĕ".

Табак - пĕр çул ỹсекен курăк. Историе илес пулсан, вăл 16-мĕш ĕмĕрччен Кăнтăр тата Çурçĕр Америкăра çеç ỹснĕ. Каярах пĕтĕм çĕрте сарăлса пырса Хаяр Иван вăхăтĕнче Раççее çитет. Кунта ăна акăлчан купсисем пытарса илсе кĕреççĕ, таврара туртас йăла вăй илет. Михаил Романов патша табак туртассипе кĕрешме пуçлать, анчах та Кĕтерне патша вăхăтĕнче, суту-илỹ вăйланнăçем, табак сутма та ирĕкленет. Ăна халăхра "махорка" теме пуçлаççĕ.

Табак - наркăмăшлă курăк. Вăл никотин текен сиенпе пуян, унсăр пуçне унра сăмала та сахал мар. Унăн çулçине час-часах чăмлани, туртни тата шăршлани этем организмĕшĕн питĕ сиенлĕ. Пĕтĕм тĕнчипе табак туртнине пула çулсерен 6 миллион çын вилет. Паянхи пекех пулсан, 2030 çул тĕлне кăтартусем икĕ хут нумайланĕç.

Раççейре пирус туртнипе кĕрешес тĕллевпе 2013 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче "Об охране здоровья граждан от воздействия окружающего табачного дыма и последствий потребления табака" 15 номерлĕ федераллă саккун йышăннă. Вăл паянхи кун ăнăçлă ĕçлет. Апла пулин те пирĕн пурнăç хамăр алăра иккенне манмалла мар. Табак - ерипен вĕлерекен наркăмăш. Астăвăр, нихăçан та сиенлĕ йăласенчен хăтăлма кая мар!

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
26 мая 2017
16:37
Поделиться
;