Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Майăн 25-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи культурăсене акса пĕтернĕ. Çак ĕçе 11357 гектар çинче пурнăçланă. Паянхи куна вара кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акнă лаптăксене çум курăкран пестицидсемпе гербицидсем сапма пикеннĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 200 ытла гектар çинче пурнăçланă. Пĕр çул ỹсекен курăксене те акса пĕтернĕ, вĕсем 1562 гектар çинче çитĕнĕç. Çавăн пекех хуçалăхсенче 422 гектар куккурус акнă: "Труд" ЯХПКра - 70 гектар, "Асаново" ЯХПКра - 62 гектар, "Золотой колос" фермер хуçалăхĕнче - 60 гектар, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче - 50 гектар.

Çĕрулми уйĕсенче те ĕç вĕресе тăрать. Хальлĕхе "иккĕмĕш çăкăра" 810 гектар лартнă (78 процент). Пахча çимĕçсене - 96 гектар, хĕвелçаврăнăша - 200 гектар, сахăр кăшманне 220 гектар акнă.

Ял хуçалăхĕнче ĕçсем малаллах пыраççĕ, вĕсене вăхăтра пурнăçлани темрен те паха.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
26 мая 2017
16:26
Поделиться
;