Комсомольский муниципальный округ

Юхрĕ юрă ян! та ян!

Майăн 23-мĕшĕнче Александровка ялĕнчи культура çуртĕнче фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна республикăри Амăшĕпе Ашшĕн тата Раççейри Экологи çулталăкне,Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшмана тĕп тунăранпа 72 çул çитнине халалланнă.

Курма çитнĕ хăнасем концерт пуçланиччен фойере йĕркеленĕ выставкăпа хавхалансах паллашрĕç. Тĕслĕхрен, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Роза Черновăпа Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче кун кунлакан Антонина Трофимова ăсталанă япаласем пурне те килĕшрĕç. Ирина Силеменкина вара бисертан композици хатĕрленĕ. Унăн ĕçĕсем те çỹлти шайра.

Марина Волкова, Александр Кокшин тата Татьяна Михайлова солистсем пухăннисене юрăпа саламларĕç, Ванюркинсен çемье дуэчĕ курма килнисене питĕ килĕшрĕ. Сцена çине Александровкăри тĕп шкул вĕренекенĕсем тухни фестивале татах та илемлетрĕ. Çамрăксем ташланине курсан куракансен те вĕсен ретне тăрасах килчĕ пулĕ тетĕп. Асăннă ялти культура çурчĕн территорине тирпей-илем кĕртме пулăшнăшăн районти тĕп культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова Аркадий Кокшина, Илья Тишкинпа Юрий Настина Тав хучĕсем парса чысларĕ. Татьяна Ишмуратова алăсти вара Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
26 мая 2017
16:31
Поделиться
;