Комсомольский муниципальный округ

Акатуй иртет

 Июнĕн 10-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă, спорт уявĕ - "Акатуй" - ирттерме палăртнă. Кун пирки иртнĕ эрнере йĕркелỹ комитечĕн членĕсем пĕрлехи канашлура сỹтсе явнă. Яланхиллех уяв программи пуян та анлă пулĕ. Кану паркĕнче кашни ял тăрăхĕн пĕчĕк кĕтесĕсем пулĕç. Юрри-ташши, спорт мероприятийĕсем те чылай пулмалла. Çурхи ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр?



"Каçал Ен"
30 мая 2017
10:22
Поделиться
;