Комсомольский муниципальный округ

Паспорт илме те май пур

Районти нумай функциллĕ центр çынсене тивĕçлĕ пулăшу парассипе тĕрлĕ енлĕ ĕçлет. Граждансен пỹлĕмрен пỹлĕме чупма кирлĕ мар. Документсене килсе памалла та хатĕррисене палăртнă кун илсе каймалла. Халĕ вара нумай функциллĕ центрта çынсене паспортпа тивĕçтерес ĕçе те хута янă.

Тĕслĕхрен, нумай функциллĕ центр урлă 20, 45 çул тултарнă граждансем паспорт улăштарма пултараççĕ. Çавăн пекех центр ĕçченĕсем хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă кунпа çуралнă вырăна улăштарма та документсем йышăнаççĕ. Паспорт юрăхсăра тухнă пулсан, ачасем çинчен çыртарма е тата паспортри йăнăша тỹрлетме те центра çитниех пулăшĕ. Патшалăх пошлини - 300 тенкĕ. Палăртмалла, документсем 10 кунран хатĕр пулĕç. Паспорт илме малтанах заявлени çырмалла. Хăвăрпа пĕрле 35х45 миллиметрлă 3 сăнỹкерчĕк, çар билечĕ, çырăнни (уйрăлни) çинчен калакан свидетельство, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство, паспорт илмелле. Аса илтерем, Раççей саккунĕсемпе килĕшỹллĕн 14 çул тултарсан ăна пуçласа паспорт параççĕ. Ун пек чухне муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмăн миграци службине пымалла. Адресĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт.

Нумай функциллĕ центр кỹрекен информаципе тĕплĕнрех 8(83539)5-20-68 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр. Е "Мои документы" центр сайтĕнче кирлĕ информаци çителĕклех.

О.ГРИГОРЬЕВА,

НФЦ директорĕ



"Каçал Ен"
30 мая 2017
10:20
Поделиться
;