Комсомольский муниципальный округ

Шыв тимлĕхе юратать

Çулла çитрĕ. Çанталăк ăшăтнăçем çынсем шыв хĕррине васкама пуçлĕç. Ара, уçă сывлăшпа ăшă шывра чỹхенни камăн кăмăлне уçмĕ? Унсăр пуçне шыва кĕни этем организмĕшĕн те усăллă. Ытларах чух çак киленỹшĕн ачасем каçсах каяççĕ. Çавăнпа та çуллахи кунсенче ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Тĕслĕхрен, кăçалхи январь - май уйăхĕсенче республикăри шывсен таврашĕсенче виçĕ çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Акă Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче апрелĕн 11-мĕшĕнче 2015 çулта çуралнă ача путса вилнĕ. Тепĕр инкек те Патăрьел районĕнчи Анат Туçара пулнă. Татах икĕ çулти ача шывра путнă.

Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, çынсем! Пепкесен пурнăçĕшĕн эпир, аслисем, яваплă. Ачасене кỹлĕ хĕррине хăйсене çеç ан ярăр! Вĕсене кỹлĕсемпе юханшывсем хĕрринче хăйсене епле тытма кирлине ăнлантарса парăр, хăйсем палламан вырăнта шыва кĕме юраманни пирки те асăрхаттарăр. Астăвăр, хăвăр пĕлмен вырăнта, кĕпер айĕнче шыва ан кĕрĕр. Кỹлĕпе юханшыв тарăнăшне пĕлмесĕр унта чăмни - пурнăçшăн хăрушă! Шыва кĕнĕ самантра пĕр-пĕрне ал-ураран туртни, сĕтĕрни те инкек патне илсе çитерет. Ан манăр, "Купание запрещено!" асăрхаттарса çырнине тĕл пулатăр пулсан шăпана тĕрĕслени инкек патне илсе çитеретех. Кỹлĕсемпе юханшывсем тимлĕ пулнине юратаççĕ.

Д.ГАЛКИН



"Каçал Ен"
30 мая 2017
10:17
Поделиться
;