Комсомольский муниципальный округ

Татьяна Козлова - дипломант

Пĕтĕм тĕнчери библиотекарьсен кунĕ умĕн, майăн 26-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотекинче республикăри "Библиотека XXI века" VI-мĕш смотр-конкурсăн çĕнтерỹçисене чысларĕç. Маттур та хастар ĕçченсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Чи лайăххисен йышĕнче пирĕн библиотека ĕçченĕсем пурри вара уйрăмах савăнтарать. "Лучший сетевой ресурс социально-правового значения" номинацире Шурут ял вулавăшĕн библиотекарĕ Татьяна Николаевна Козлова дипломант пулса тăчĕ. Ĕçтешĕн çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăнатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр. Татьяна Козлова вулавăшра 3 çул ытларах тăрăшать. Хăйĕн ăсталăхне ỹстерес, паха опытпа паллашас тесе библиотекарь тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Палăртса хăвармалла, асăннă конкурса районти ытти библиотекарьсем те хутшăннă. Галина Родионовăпа (Аслă Çĕрпỹел) Светлана Петрова (Çĕнĕ Мăрат) экологи темипе проектсем хатĕрленĕ. Тĕп библиотека библиографĕ Елена Хораськина - право, Редалия Сабитова библиотека ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан номинацисенче ĕçĕсене тăратнă. Вĕсен ĕçĕсене чи лайăххисем тесе хакламан пулин те, конкурса хатĕрленни, унта хутшăнни кулленхи ĕçре "çимĕçĕпе" савăнтаратех.

Комсомольскинчи централизациленĕ тĕп библиотекăна районти Пенси фончĕн уйрăмĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн парнепе хавхалантарнине те палăртса хăварас килет.

И.ЯДРОВА



"Каçал Ен"
30 мая 2017
10:23
Поделиться
;